Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре 848 ҫын наркӑмӑшланнӑ. 100 ҫын пуҫне илсе пӑхсан кӑтарту 68,0 тӗслӗхпе танлашать иккен. Иртнӗ ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку вӑл 2,6 процент пӗчӗкрех.
Тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе сиенлекенсен хушшинче такам та пур: ватти-вӗтти, арӗ-арӑмӗ. Наркӑмӑшланнин йышӗпе Куславкка, Красноармейски районӗсем, Шупашкарпа Канаш хулисем начаррисен шутӗнче.
Спиртлӑ шӗвексемпе 374 ҫын шар курнӑ, вӗсенчен 27-шӗ вилнӗ. Ҫапах та эрех-сӑрапа сиенленекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен чакнине палӑртма кӑмӑллӑ. Инфекционитсенчен пулӑшу ыйтни тӑрӑх хакласан, хаяр шӗвекпе иртӗхме арҫынсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ тесе шухӑшлама май килет. Спиртлӑ шӗвеке пула наркӑмӑшланнисен шутӗнче 80,2 проценчӗ — шӑпах вӗсем. Ҫынна пульница койки ҫине суррогат кӑна мар, этил спирчӗ те илсе ҫитерет: 374 тӗслӗхрен 65 проценчӗ шӑпах ӑна пула аптӑранӑ та. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен шучӗ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарпа Канаш хулисенче ӳснӗ.
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль ҫав. Хӑш чух лайӑхрах-тӑр, тепӗр чухне унчченхине ҫитмен пек те туйӑнать пулӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри Смычка ялӗнчи клубра урӑх ҫынсем ӗҫлеме тытӑнни усса кӑна кайнӑ-мӗн. Улшӑну пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «А. Тимофеева опытне тата А. Михетова пӗлӗвне кура вырӑнти клуб ӗҫне ҫӗнӗрен чӗртсе яма килнӗ», — тесе хыпарланӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Культура учрежденийӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ-мӗн. «Малинки» ташӑ ушкӑнне 6-17 ҫулсенче хӗрачасем ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем валли «Тантӑш» фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ. Ҫу уйӑхӗнче смычкӑсем концертпа Патӑрьел районнех ҫитсе килнӗ. Ытти чух та тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Йӗпреҫ район администрацине иртнӗ эрнекунтан ҫӗнӗ ҫын — Николай Чугаров — ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ҫак тилхепене туртнӑ Анатолий Петров тӗлӗшпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем Анатолий Петров кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кивӗ тата ҫӗнӗ хваттер хакӗн уйрӑмлӑхне саплаштарма укҫа тӳлеме тивет тесе ҫынсене ӗнентернӗ иккен. «Кӗмӗле» кӑларса хума килӗшмесен хваттер тивӗҫмессипе хӑратнӑ имӗш. Аптӑранипе ҫынсем ҫурт тӑвакан организаци счечӗ ҫине пурӗ 5,9 миллион тенкӗ куҫарнӑ-мӗн.
Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче администрацие ертсе пыма халӑх тарҫисем икӗ кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑх лавне туртма кӑмӑл тӑвакансем малтанласа пилӗкӗн пулнӑ иккен, анчах кашнинпе уйрӑмшар калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурс комиссийӗ вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Вӗсенчен пӗри — Игорь Семенов, тепри — Николай Чугаров. Юлашкинчен асӑнни юлашки ҫулсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Депутатсенчен 16-шӗ шӑпах ӑна шаннине палӑртнӑ та. Тепӗр улттӑшӗ Игорь Семеновшӑн сасӑланӑ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра «Агро-100» клуб йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл? Вӑл — ял хуҫалӑх предприятийӗсем епле ӗҫленине кӑтартакан рейтинг. Иртсе кайнӑ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле шута илсе Чӑваш Енӗн «Агро-Инновации» хысна предприятийӗ «Агро-100» клуб йӗркелет. Ӗнер вара ҫавна презентациленӗ.
Клубӑн пӗрремӗш йӗркине «Авангард» тулли мар яваплӑ общество — «Ҫӗрпӳри бекон» йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тата «Юрма» агроходинг пыраҫҫӗ иккен. Вӗсем хыҫҫӑн — «Ольдеевская» агрофирма, Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооператив, Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» общество, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» общество, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» кооператив, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Комсомольски районӗнчи «Ҫӗр улмие мухтав» агрофирма пыраҫҫӗ.
Йӗпреҫ поселокӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район сучӗ 4 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Николай Андреева ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ иккен. Хайхи 2006–2008-мӗш ҫулсенче тӑватӑ ҫынна социаллӑ найм килӗшӗвӗпе хваттер пама йышӑну тунӑ. Лайӑх ҫурта та мар — киввисене, ҫывӑх вӑхӑтрах сӳтмеллисене. Ҫук, вӗсенчен тӑрӑхланипе мар. Ӑспах. Хайхисем кивӗ ҫуртра пурӑннине кура кӑштахран шӑкӑрт кӑна ҫӗнӗ хваттере кӗрсе ларнӑ, унтан хваттерсене приватизациленӗ. Хайхисем хваттер черетӗнче вуншар ҫул нашаланнӑскерсем пулсан юрӗччӗ-ха. Ҫук вӗт, социаллӑ найм меслечӗпе хваттер черетӗнче те тӑман иккен. Пӗрисене ырлӑха кӗртсе ӳкернӗ вӑхӑтра теприсем, чӑннипех те тивӗҫлисем, ҫаплипех черет кӗтсе пурӑннӑ. Хӑйӗн саккунлӑ мар хӑтланкаларӑшӗпе пуҫлӑх хыснана та самай шар кӑтартнӑ — пурӗ 3,3 миллион тенкӗлӗх.
Иртнӗ уйӑхра Ирландин тӗп хулинче — Дублинта — кире пуканӗ йӑтассипе Европа чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта аслисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Раҫҫей ушкӑнне 8 хӗр кӗнӗ, ҫавсен шутӗнче иккӗшӗ Чӑваш Енрен пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ пикесем. Питӗрти аграри университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен Джанита Павлова хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑна тухса Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек титула асӑннӑ хулари вӑй-хал культурипе ҫар институтӗнче 2-мӗш курсра ӑс пухакан Марина Федорова та тивӗҫнӗ. Маринӑна ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Петров хатӗрленӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх фончӗ ака уйӑхӗнче Раҫҫейӗн 19 регионне укҫа уйӑрассине чарса лартни пирки хӑшӗсем илтнӗ те пулӗ. Ҫав «хура списока» Чӑваш Ен те лекнӗччӗ. Сӑлтавӗ ҫулталӑк отчечӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫламанни тесе пӗлтернӗччӗ ун чух.
Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗн юсассипе 2012 ҫулхи плана, сӑмахран, Канаш хули пурнӑҫламанччӗ. Унта пӗр ҫуртнӑ малти пайне сӑрламасӑр хӑварнӑ иккен. Элӗкпе Йӗпреҫ районӗсем ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене вӑхӑтра куҫарса ӗлкӗрмен. Ҫав кӑлтӑксемшӗн республикӑна темиҫе миллиард тенкӗсӗр чутах хӑварман. Халӗ вӗсем ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Кирлӗ хутсене Мускава ярса панӑ. Пӗлтӗрхипе вӗҫне-хӗрне тухса пӗтсен республика кӑҫалшӑн укҫа илме заявка тӑратӗ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем Раҫҫей Геройӗн Сергей Ашихминӑн (вӑл федерацин хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ майор. Хусан хулинче ирттерме палӑртнӑ терроризма сирме хутшӑнса пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫ хунӑ) ячӗпе хисепленсе тӑракан отряда ҫаврӑннӑ.
Вырӑнтан хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл ытахальтен мар. Вӗренӳ заведенийӗ ачасене ҫарпа патриот туйӑмне ӑша хывтарассипе самай тар тӑкать. Чыслӑ ята тивӗҫнипе пиллӗкмӗшсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата ҫар комиссариачӗн Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Влдаимир Венекдитов саламланӑ, лайӑх ҫын пулса ӳсме суннӑ.
Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.
Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.
Шупашкар хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: Комсомольски районӗнче — 2, Кӳкеҫре (Шупашкар районӗ, 240 вырӑн) тата Йӗпреҫпе Елчӗк (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи.
Ҫуркунне календарьпе уйӑх каяллах ҫитнӗ пулин те чӑн-чӑн ӑшӑтма эрне ҫурӑ каялла ҫеҫ пуҫларӗ-ха. Ӑшша туйса кӑнтӑра вӗҫсе кайнӑ кайӑксем те таврӑна пуҫларӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине ҫӳрекен ачасем те шӑнкӑрчсене кӗтсе илсе вӗллесем хатӗрлерӗҫ. Хӑйсемех мар ӗнтӗ — ашшӗсем пулӑшрӗҫ. Маттурисем шутӗнче Иванова Марина, Зайцев Никита, Краснова Саша, Семёнова Виктория, Пашков Артем ашшӗ-амӑшӗ пулчӗҫ — вӗсем хатӗрленӗ вӗллесем чӑн та ӑста платник аллинчен тухнӑ тейӗн.
Хатӗр вӗллесене ача пахчи картишне ҫакрӗҫ — халӗ шӑнкӑрчсем кашни кун ачасене хӑйсен юррипе савӑнтараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |